Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Яклашкин Морис Николаевич

Яклашкин Морис Николаевич — хор дирижёрӗ, вӗрентекен, профессор (1999). 1947 ҫулхи авӑнӑн 4-мешӗнче Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ҫуралнӑ.

1989 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, 1992 ҫулта Раҫҫей Патшалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗ. 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн патшалӑх премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Канаш педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн кӗвӗпе педагогика факультетӗнче, Чулхулари консерваторинче (1982, А. А. Лемединский класӗ) вӗреннӗ.

Хальхи вӑхӑтра Морис Яклашкин Шупашкарти кӗвӗ училищинче тата Чӑваш педагогика университетӗнче кӗвӗпе педагогика факультечӗнче хор дисциплинисене вӗрентет.

Пултарулӑхӗ

Пултаруллӑхӗ Чӑваш Гостелерадио хорӗпе ҫыхӑннӑ. Хорта вӑл 1977 ҫултанпа хормейстер, 1986 ҫултанпа ӳнер ертӳҫи тата тӗп дирижёр пулнӑ. 1992 ҫулта вӑл хора Чӑваш патшалӑх академи капелли ятпа улӑштарнӑ. Хорпа вӑл нумай хулана ҫитсе курнӑ: Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Тӗмен, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, Ижевск, Ӗпхӳ. Ҫавӑн пекех Венгрире тата Чехословакинче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-24 16:50:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8349 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем